, çĕр молкач, çĕр молкачи, мулкачĕ, çĕр мăлкачи, тушканчик. Изамб. Т. Çĕр мулкаç çерем çинче пурăнат, шăтăкĕ тӳп-тӳрĕ кĕрсе каят, кайри ури шурă, вăрăм пулат, малти ури кĕскерех, йĕке-хӳре пысăкĕш. Магн. Рук. „Çĕр молкач, тушканчик, земляной заяц“. Янтик. Çĕр мулкачи (животное). См. хир мулкачи. Изамб. К. Çĕр молкачи (валти ори мăтăк, кари — вăрăм, с кошку; под брюхом белое; хăй хăмăртарах, хӳри — шăши хӳри пек). А. Турх. Çĕр мулкачĕ; кайри ури шутсăр вăрăм, малти — кĕске, хӳри вăрăм; вĕçĕ шурă. Йытă тытаймас; тӳрĕ чупмас. Пурсуй та тытаймас. Вашăккăн (шăтăкĕ) кĕрсе каять, арланăнни пекех. Йăввине чӳпĕксем тултарать. Хăлхи вăрăм, çап-çара (çара çерçи хăлхи пек), çӳп-çӳхе, хĕрлĕ-сăрă, тилĕ тĕслĕ. Хĕлле курăнмас, шăтăкĕнчех пурăнать пуль. Ib. Çĕр мулкачĕ вăрăм хӳреллĕ, йĕке-хӳре пек япала. Чаду-к. Лашасене ятăмăр та, çĕр мăлкачисен хыççĕн чупа пуçларăмăр.
См. также:
Çĕр мами çĕр мимми çĕр минĕ çĕр мукаç « çĕр мулкаç » çĕр мулкачĕ çĕр мулкачи çĕр мулча çĕр пăвĕ çĕр пăрахакан хăма